Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Кивӗ Вӑрмар шкулне ҫуран ҫӳрекенсен хулине парнеленӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 19.01.2015 12:31 | 1390 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмар шкулӗнче ачасен хӑрушсӑрлӑхӗшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Вӗсене ҫул-йӗр правилисене вӗрентмешкӗн ҫуран ҫӳрекенсен хулине туянса панӑ.

Кунашкал хула шӑпах Кивӗ Вӑрмр шкулне лекни ахальтен мар. Шкул директорӗ Сергей Антонов тата вӗрентекенсем ачасене ҫул-йӗр правилисене хӑнӑхтарассишӗн самай тӑрӑшаҫҫӗ. Тӑрӑшнин усси пур. Ҫамрӑк инспекторсем район, республика тупӑшӑвӗсенче малти вырӑнсене йышӑнаҫҫӗ.

Шкул ертӳлӗхӗ ҫамрӑк инспекторсен пӳлӗмне те уҫасшӑн-мӗн. Ҫуран ҫӳрекенсен хулипе кирек хӑш вырӑнта та усӑ курма пулать. Ӑна ӗҫлеттерме тытӑнмашкӑн темиҫе минут та ҫителӗклӗ.

Чаплӑ хатӗр-хӗтӗре парнеленӗ чухне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Константин Никитин та пулнӑ. Ҫакнашкал хулана Вӑрмарти «Родничок» (чӑв. Ҫӑлкуҫ) ача пахчине те парнеленӗ.

Сӑнсем (14)

#Вӑрмар районӗ, #Кивӗ Вӑрмар, #шкулсем, #ача пахчисем, #Вӑрмар, #ҫул-йӗр, #парнесем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем