Кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче «Пичет ҫурчӗ» чарӑну патӗнчи каҫҫа хупнӑ. Халӗ ҫынсене ку йывӑрлӑх кӑларса тӑратать-мӗн. Тӗлӗнмелле те, хӑшӗ-пӗри каҫӑ ҫук пулсан та тепӗр енне каҫмалли мел шыраса тупнӑ.
Ҫук, карта урлӑ сиксе каҫмаҫҫӗ вӗсем. Чарӑнуран инҫех мар пурӑнакан Ольга Фадеева ҫав меле хӑйӗн куҫӗпе курнӑ. Ҫынсем урапа айне пуласран хӑрамасӑр карта патне каҫаҫҫӗ, унтан шикленмесӗр ун хӗррипе утаҫҫӗ те ҫавра ҫул патне ҫитеҫҫӗ. Унтан вара каллех урапа айне лекесрен хӑрамасӑр ҫул урлӑ каҫаҫҫӗ.
Ҫав вырӑна хупнӑ май влаҫ ҫынсене икӗ мелрен пӗрине суйлама сӗнет. Е чукун ҫул патне ҫитмелле, е суту-илӳпе курав центрӗ патӗнчи ҫӗр айӗпе ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнпа усӑ курмалла. Пӗрремӗшне ҫитмешкӗн — 610 метр, иккӗмӗшне — 770 метр. Ара, ку меллӗрех пек те. Унччен троллейбуса ларсан ҫавра ҫул патне ҫитиччен самай вӑрах каймалла пулнӑ. Халӗ вара транспорт хӑвӑрт ҫӳрет.
Хула администрацийӗ ҫакна палӑртать: укҫа-тенкӗ ҫитсен ҫул ҫийӗн каҫмалли вырӑн тӑвӗҫ. Анчах хальлӗхе ҫӗнӗ тротуарпа, ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑнпах ҫырлахма тивет-мӗн.
Пӗлтӗр «Пичет ҫурчӗ» чӑрӑнура 6 инкек пулнӑ. Урапа айне 4 ҫын лекнӗ, вӗсенчен пӗри вилнӗ.