Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Литература ҫулӗнчи юбилейлӑ датӑсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 16.01.2015 12:47 | 1287 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Литература ҫулӗнчи юбилей датисем» курав-паллашу йӗркеленӗ. «Ҫавра» кунсем ҫынсен кӑна мар, кӗнекесен те пулаҫҫӗ. «Кӗнеке юбилей палӑртать» уйрӑмра ҫынсем уйрӑмах лайӑх пӗлекен кӗнекесем пичетленнӗренпе юбилей ҫитнине тӗпе хунӑ. Кураври чи авалхи кӗнеке — 845 ҫул каялла кун ҫути курнӑ хрантсуссен «Роланд ҫинчен хывнӑ юрӑ» паттӑрла эпосӗ. 400 ҫул каялла «Хитроумный Дон Кихот Ламанчский» кӗнекен иккӗмӗш томӗ пичетленнӗ. Мигель де Сервантесӑн ҫак романне Нобель институчӗ тӗнче литературинчи чи лайӑх хайлав тесе йышӑннӑ.

Кунта ытти хайлава та асӑнса кайма пулать. Ҫапах та эпир «Чӑваш Енри литература юбилейӗсем» экспозици пирки чарӑнса тӑрар. Кунта Леонид Агаков, Иван Вутлан, Константин Иванов, Илпек Микулайӗ, Зоя Нестерова, Георгий Орлов, Сергей Павлов, Лидия Сарине, Куҫма Турхан тата ыттисем кӗнӗ. Константин Иванов пирки каламӑпӑр та — вӑл уйрӑм ярӑм йышӑнма тивӗҫ.

Куравпа паллашас текенсене Наци вулавӑшӗн иккӗмӗш хутӗнчи 218-мӗш пӳлӗме йыхравлаҫҫӗ. Курав 9 сехетрен пуҫласа 18 сехетчен ӗҫлет.

#наци вулавӑшӗ, #куравсем, #кӗнекесем, #Константин Иванов ҫулталӑкӗ, #вулавӑшсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем