Шупашкарти 101-мӗш ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем юр пеме вӗреннӗ. Ахаль ҫынпа е воспитательпе мар. Ҫак ӗҫе вӗсене ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче класлӑ спорт мастерӗ, Китайра иртнӗ Олимпиадӑн кӗмӗл призерӗ, Чӑваш Ен рекордсменки Марина Максимова хӑнӑхтарать.
Паллӑ спортсменсем ачасене сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнма вӗрентекен проектсене час-часах хутшӑнаҫҫӗ.
Хальхинче Марина Максимова ачасене ывӑтассин историйӗпе тата тӗрлӗ снарядсемпе — сӑнӑпа, ядропа, дискпа — паллаштарнӑ. Ачасем уҫӑлма тухсан юр персе техникӑна ҫирӗплетнӗ. Пӗчӗкскерсем кашниех хӑйӗн вӑйне кӑтартма тӑрашнӑ.
Паллӑ спортсменсемпе Шупашкарти кашни ача пахчинчех тӗлпулусем иртеҫҫӗ. Ку ачасене спортпа туслаштарма пулашать. Ку тӗллеве Леонид Черкесов тата Алексей Ладыков лартнӑ.