Сывлӑхлӑ пуласси тӗрлӗ хӑнӑхтару-хускану тунинчен кӑна мар, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑннинчен те тӗрӗс апатлануран та килет тесе шухӑшлаҫҫӗ Комсомольскинчи тӗп вулавӑшра.
Ҫак кунсенче унта «Сывлӑх» клуб ӗҫлеме пуҫланӑ. Пӗрремӗш занятие пуҫитарӑннисене А.А. Волкова библиограф клубӑн кун йӗркипе паллаштарнӑ. А.П. Андреева тухтӑр тӗрӗс апатланмалли мелсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ, сӑмахне тӗслӗхсемпе ҫирӗплетнӗ. З.А. Галкина врач вара «Хускану вӑл — пурнӑҫ» тесе тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Вӑл ирпе вӑрансан мӗнлерех хускану тумаллине вӗрентнӗ. Вӑл кӑтартнӑ хусканусене пухӑннисем ҫавӑнтах туса пӑхнӑ. З.А. Галкина пухӑннисен ыйтӑвӗсене хуравланӑ. А.А. Волкова библиограф вара «Сывлӑх тата апат-ҫимӗҫ» темӑпа калаҫу ирттернӗ.
«Сывлӑх клубне» пухӑннисем унтан пурте пӗрле курӑк чейӗпе сӑйланнӑ.
Малашне клуб членӗсем икӗ эрнере пӗрре тӗл пулма калаҫса татӑлнӑ.
Юлашкинчен вӗсем физкультурӑпа спорт комплексне бассейна кайнӑ.