Шупашкарти суту-илӳпе курав центрӗ умӗнчи ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна туса пӗтересси каллех иккӗленӳллӗ-мӗн. Ӑна, тӗрӗссипе, ҫӗртме уйӑхӗнчех туса пӗтермелле пулнӑ та. Анчах ӗҫе раштав уйӑхне куҫарнӑ.
Ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑна тума пуҫланӑранпа ҫулталӑк ҫитрӗ ӗнтӗ. Ӗҫ халӗ те ниепле вӗҫленеймест. Ӗҫе вӗҫлемелли срока куҫарчӗҫ, ҫав вырӑнта инкек те пулчӗ. Ҫӗртме уйӑхӗнче ҫӗр йӑтӑннипе унта арҫын вилнӗ.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков палӑртнӑ тӑрӑх, халӗ объекта раштавӑн 24-мӗшӗнче вӗҫлес тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Чӳк пуҫламӑшӗнчен унта бригадӑсем виҫӗ сменӑпа ӗҫлеме пуҫланӑ.
Алексей Ладыков каланӑ тӑрӑх, ӗҫе вӑхӑтра вӗҫлес тесен подряд организацийӗсем валли укҫа-тенкӗ тупмалла. Администраци ку ыйтӑва эрне вӗҫӗччен татса памалла. Подряд организацийӗсем укҫа илсен, 20 миллион тенкӗ, стройматериалсем вӑхӑтра ҫитӗҫ, ҫавна май ҫӗр айӗнчен каҫмалли вырӑн та вӑхӑтра хута каймалла.