Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вӗренӳ: Вӑраха кайнӑ ача пахчисем патне те ал ҫитнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 01.12.2014 17:52 | 1871 хут пӑхнӑ
Вӗренӳ Вӑрмарти ача пахчи
Вӑрмарти ача пахчи

Иртнӗ уйӑхӑн юлашки шӑматкунӗ вӑрмарсемшӗн ҫӗнӗ ача пахчи уҫнипе асра юлӗ. Кермен пек капӑр ҫурта район центрӗнче хӑпартса лартнӑ.

Шкул ҫулне ҫитменнисен учрежденине уҫма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьевпа мӑшӑрӗ, район пуҫлӑхӗсем, тӗрлӗ шайри депутатсем пырса ҫитнӗ.

«Ку вӑл — ахаль пахча мар, пӗчӗккисене аталанмалли хальхи вӑхӑтри центр», — теҫҫӗ вырӑнтисем. Унта физкультура, музыка залӗсем, медицина блокӗ, ачасене психологи тӗлӗшӗнчен лӑпланмалли пӳлӗмсем те уҫнӑ. Ача пахчине пӗлтӗр тума пуҫланӑ. Ӑна хута яма 82 миллион тенкӗ ытла тухса кайнӑ. Укҫине мӗнпур хыснаран уйӑрнӑ, Мускавран та, рсепубликӑран та, район «кӗсйинчен» те.

Сӑмах май каласан, кӑҫал пурӗ 15 ача пахчи уҫмалла пулнӑ. Анчах хальхи вӑхӑта илсен вӗсенчен тӑваттӑшне кӑна хута янӑ. Строительство ӗҫӗсем епле пынине Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе нумаях пулмасть ирттернӗ канашлура та сӳтсе явнӑ. Республикӑн вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов ача пахчисене тӑвассипе йывӑрлӑхсем пуррине палӑртнӑ-ха, ҫапах та палӑртнисене ҫулталӑк вӗҫлениччен пурне те уҫма вӑл шантарнӑ.

Юнкун, сӑмахран, Шупашкарти Крылов урамӗнчине уҫмалла. Раштавӑн 10-мӗшӗнче — Ҫӗнӗ Шупашкарта, 20-мӗшпе 23-мӗшсенче Улатӑрпа Етӗрнере. Раштавӑн 25-мӗшӗнче Шупашкарта харӑсах 4 ҫӗрте хута ямалла, Ҫамрӑклӑх бульварӗнче, Б. Хмельницкий урамӗнче, Мускав проспектӗнче, Эгер бульварӗнче. Раштавӑн 26-мӗшӗнчеТӑвайӗнче ӗҫлеттерсе ямалла.

Вӑраха тӑсӑлнӑ хыҫҫӑн черет Кӳкеҫе те ҫитес шанчӑк пур. Ӑна раштавӑн 29-мӗшӗнче уҫасшӑнах. Ӑна темиҫе ҫул ӗнтӗ хӑпартаҫҫӗ. Муркашри лицей ҫуртне юсаса ҫӗнетсе ача пахчи валли вырӑн тӑвасси те вӑраха кайнӑччӗ — унӑн алӑкне те ҫулталӑк вӗҫлениччен уҫма палӑртаҫҫӗ.

Сӑнсем (73)

#Вӑрмар, #ача пахчисем, #вӗренӳ, #ҫурт тӑвӑм, #Шупашкар, #Кӳкеҫ, #ачасем, #Муркаш, #Ҫӗнӗ Шупашкар

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем