Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Кӗҫех кӑвар чӗреллӗ поэтӑмӑр Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитет. Нумаях пулмасть Канаш районӗнчи Шӑхасан салинче Ҫеҫпӗл Мишши урамӗн уявӗ иртрӗ. Унта ҫамрӑксемпе ваттисем, шкул ачисем, ял ҫыннисем йышлӑн пухӑнчӗҫ. Ҫанталӑк та илемлӗччӗ ҫав кун: хӗвел хӑйӗн ҫутӑ пайӑркисемпе таврана ӑшшӑн ыталаса илнӗ тейӗн. Уява Шупашкартан килнӗ хӑнасем те хутшӑнчӗҫ. Ҫеҫпӗл Мишши ентешӗсем — Лидия Филиппова журналистпа Лидия Сарине поэтесса — илемлӗ сӑввисемпе савӑнтарчӗҫ. И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн студенчӗсем те хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ. Сӑмахран, Наталья Александрова пирӗн паллӑ та мухтавлӑ А.Г.Николаев космонавт летчик ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Хӑйсем патне Шуршӑла, Космонавтика музейне хӑнана чӗнчӗ. Эпӗ те, ҫак йӗркесен авторӗ, Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввине вуларӑм. Шӑхасанти “Шуҫӑм” ансамбль савӑнӑҫлӑ юрӑ-кӗвӗ шӑрантарчӗ. Ҫеҫпӗл ялӗнчен ҫитнӗ “Шӗкӗр” те вӗсенчен юлмарӗ. Канашран килнӗ А.Макаровӑн юррисем те кӑмӑл-туйӑма ҫӗклерӗҫ. Поэтӑмӑра юратса, хисеплесе, унӑн ячӗпе ҫӗнӗ урам ҫуралнине кӑмӑлтан паллӑ турӗҫ Шӑхасансем.
