Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Хыпар: «Чӑваш тӗнчи» Курултайри сӑнӳкерчӗксемпе паянланчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 23.09.2009 21:16 | 2052 хут пӑхнӑ

Ҫурлан 9-15-мӗш кунӗсенче Крым ҫурутравра вырнаҫнӑ Ялта хуларан тӗрӗк ҫамрӑкӗсен халӑхсем хушшинчи пӗрлешӗвӗн 14-мӗш тӗлпулӑвӗ иртнӗччӗ. Унта Болгари, Германи, Афганистан, Иран, Ирак, Сири, Азербайджан, Казахстан, Турци, Кӑркӑсстан, Кипр, Румыни, Македони, Бельги, Молдави, Узбекистан, Раҫҫей тата ытти ҫӗршывсенчен 200 ытла делегат хутшӑннӑ. Курултайӑн тӗллевӗ — пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк халӑхӗсен ҫамрӑкӗсене пӗрлештересси. Ун шайӗнче пленарлӑ канашлусем, экономика, культура, политика, спорт комиссийӗсен ларӑвӗсем, тӗрӗк халӑхӗсен культура каҫӗсем, концертсем иртрӗҫ. Чӑвашран ку мероприятине Олег Цыпленков, Константин Малышев, Николай Сусарин тата Чӑваш Республикинчи «Шуҫӑм» фольклор ансамблӗ, пурӗ 16 ҫын, кайса килчӗҫ.

Чи малтан, курултая ҫитиччен, чӑваш делегацийӗ Украинӑри Чернигов облаҫӗнчи Остер хулине кӗрсе тухнӑ — унта ӗмӗрлӗхех канлӗх тупнӑ поэтӑмӑрӑн Ҫеҫпӗл Мишшин вил тӑприне пуҫ тайса, обелиск умне чечексем хунӑ, поэтӑн вилӗмсӗр сӑввисене вуланӑ. «Шуҫӑм» ансамбль вырӑнти Культура керменӗнче концерт та кӑтартнӑ.

Паянтан вара, эсир ҫак ҫулҫӳревре тунӑ сӑнӳкерчӗксемпе паллашма пултаратӑр — вӗсене малашне пирӗн «Чӑваш тӗнчи» сӑн галерейинче тупма пулать. Сӑнӳкерчӗксене Олег Цыпленков тунӑ, вӑлах вӗсене пирӗн сайта вырнаҫтарма пачӗ.

 

Паллашӑр!

#Ҫеҫпӗл Мишши, #Украина, #Крым, #курултай, #мероприятисем

 

Комментари:

Микаа // 9601.6.1916
2009.09.24 22:17
«Шуçăм» ансамбльте юрлакан Алина Ильина тĕрĕк çамрăкĕсен халăхсем хушшинчи пĕрлешĕвĕн 14-мĕш тĕлпулăвĕнче вилсе выртнă.Епле-ха апла пулса тухнă?!!?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем