Паян Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине умӗнче паллӑ тунӑ. Шупашкарти палӑк умне халӑх пухӑннӑ. Унта ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов, «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗ-тӗп редакторӗ Валери Туркай, Лев Кураков, Патшалӑх Канашӗн комитет председателӗн ҫумӗ Игорь Кушев, ЧНК вице-президенчӗ Петр Ивантаев, ЧР Профессионал писательсен председателӗ Сергей Павлов, Раиса Сарпи поэт, чӑваш халӑх поэчӗ Порфирий Афанасьев тата ыттисем пулнӑ.
Палӑк умӗнче студентсемпе шкул ачисем Ҫеҫпӗл Мишшин сӑввисене чӑвашла, вырӑсла, таджикла, акӑлчанла вуланӑ. Хӑнасем сӑмах тухса каланӑ. Валери Туркай ҫак палӑк умӗнчех «ватӑлнине» палӑртнӑ — вӑл кунта 1978 ҫултанпах ҫӳрет. Сергей Павлов Ҫеҫпӗл Мишши хӳттипе ӳснине каласа кӑтартнӑ. Ача чухне Казаккасси унӑн юратнӑ ялӗ пулнӑ. Вӑл ашшӗпе унта, Кузьминсен килӗ тӗлне, тӑтӑшах ҫӳренӗ.
Юлашкинчен Порфирий Афанасьев сӑмах илнӗ. Вӑл халӑха Ҫеҫпӗл Мишшине халалланӑ сӑвва вуласа панипе мероприяти вӗҫленнӗ. Пурте кун хыҫҫӑн палӑк умне чечексем хунӑ.
Сӑнсем (13)