Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ниҫта ӗҫлемен ҫын харӑсах пӗр миллион тӳленӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 13.11.2014 19:21 | 1198 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем

Чӑваш Енри промышленноҫ предприятийӗсенчен пӗринче сутӑ пайӗнче ӗҫленӗ пӗр арҫын харӑсах икӗ коммерци организацине пулӑшма шантарнӑ. Пулӑшӑвӗ вара ҫапларах пулнӑ. Хайхи этем хӑй ӗҫлекен предприятири продукципе вӗсене чӑрмавсӑр тивӗҫтерсе тӑма шантарнӑ. Анчах пӗр тоннӑшӑн пӗр пин тенкӗ тӳлесе тӑрсан. Ҫапла вара икӗ предприятирен 1,9 миллион тенке яхӑн пухнӑ.

Анчах вӗрен темле явӑнсан та вӗҫӗ пулать теҫҫӗ. Сутӑ пайӗнче ӗҫлекен валли те ҫав кун ҫитнӗ. Ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курса кӗсьене кӗмӗл чиксе пурӑннӑ ҫынна суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Суд ӑна тӗрӗслев вӑхӑчӗ парса 3 ҫуллӑха тӗрмене хупмасӑр ирӗкрен хӑтарма тата 1,8 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.

Суд йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртессине суд приставӗсем хӑйсем ҫине илнӗ. Парӑмлӑ ҫынна малтанласа ют ҫӗршыва кайма чарнӑ, каярах ӑна вӑл туяннӑ хваттере регистрацилеме те чарса лартнӑ.

Парӑма татмаллах иккенне арҫын тинех ӑнланса илнӗ курӑнать. Анчах чирлӗ тӑвансене пӑхатӑп тесе суд ӑна штрафа 3 ҫул хушши пӗчӗкшер виҫепе — кашни уйӑхра 50-шар пин тенкӗшер — татса пымалла тунӑ. Малтанхи вӑхӑтра арҫын ҫавӑн пек тунӑ та. Анчах кӑштахран вӑл, хӑй официаллӑ майпа ниҫта та ӗҫлемест пулин те, юлнӑ 1 миллион тенкӗ парӑма харӑсах тӳлесе татнӑ. Халӗ ӗнтӗ ӑна суд приставӗсем тек аптӑратмӗҫ: чикӗ леш енне те вӑл чун каничченех кайса ҫӳрейӗ, хваттер туянсан та чӑрмав сиксе тухмӗ.

#хуҫалӑх, #суту-илӳ, #ултав, #вӑрӑсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем