Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: «Хыпар» ИҪ директорӗ-тӗп редакторӗ паллӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 23.10.2014 23:12 | 1398 хут пӑхнӑ
Республикӑра Валери Туркай
Валери Туркай

ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерстви «Хыпар» Издательство ҫурчӗн директорӗн-тӗп редакторӗн тивӗҫӗсене малашне пурнӑҫлакана палӑртнӑ. Вӑл — Валери Туркай.

Конкурса тӑваттӑн хутшӑннӑ: «Хыпар» Издательство ҫурчӗн тӗп директорӗн ҫумӗ Геннадий Максимов, «Самант» директорӗ Петр Михайлов, ЧР Ял хуҫалӑх министерствин пай пуҫлӑхӗ Александр Кириллов, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх фончӗн директорӗ Валери Туркай.

Кандидатсене 13 ҫынран тӑракан комисси хакланӑ. Пӗтӗмлетӳпе килӗшӳллӗн, Валери Туркай ҫӗнтернӗ. Вӑл — ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, Тутар Республикин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх фондне 2008 ҫултанпа ертсе пырать.

#конкурссем, #Хыпар, #хаҫатсем, #МИХсем

 

Комментари:

Migulaj // 3567.81.9202
2014.10.24 08:15
"Издательство" сăмаха чăвашла çырма сĕнни - Акапасара кӳрентерни пулмасть-и?
Agabazar // 3036.73.8548
2014.10.24 09:04
Agabazar
Валери Туркайран пуçлăхсем Путин идейисене (халалĕсене) чăваш халăх хушшинелле варăнтарасса кĕтеççĕ пулас.
Куккурус // 4476.9.6528
2014.10.24 20:38
Хыпар пĕтрĕ вара темелли кăна юлать. Шел
http://e-cheb.ru/full/anticor-21.livejournal.com/384628.html
Agabazar // 4110.56.6162
2014.10.25 14:46
Agabazar
Ана тăрăх куккурус,
Ăна вырать пĕр вырăс.
Савни мана аса илсен,
Туртса ярах пĕр пирус.

Микулай, пĕтĕм чăваш тĕнчи йăшса пырать, эсир пур темĕнле ăпăр-тапăр хушшинче чакаланатăр. Кĕл чăххи пек....

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем