Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Ватӑсене ултавҫӑсем епле кӑна улталамаҫҫӗ пулӗ?! Хӑйсемпе социаллӑ ӗҫчен тесе те паллаштараҫҫӗ, тухтӑр тесе те суеҫтереҫҫӗ, газ тытӑмӗнче е ҫавӑн йышши тем тӗрлӗ халап шухӑшласа кӑлараҫҫӗ. Е тата «Сирӗн пӳрте усал иленнӗ — ӑна тасатмалла», — тесе пырса кӗреҫҫӗ. Пур услапа ан ӗненӗр тесе темле асӑрхаттарсан та ҫакланакансем пур.
Иртнӗ эрнере, акӑ, Шупашкар районӗнчи Янӑш ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан 79-ти кинейме икӗ хӗре ӗненнӗ. Лешсем хуҫалӑхра кирлӗ, анчах йӳнӗ ӑптӑр-каптӑр тавар 20 пинпе тыттарса хӑварнӑ. «Лавккара вӑл 38 пин тенкӗ тӑрать. Сире, Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ячӗпе, йӳнӗпех сутатпӑр. Эпир — ваттисен ҫуртӗнче ӗҫлекенсем», — тесе карчӑка ним мар ӗнентернӗ. «Ман укҫа ҫук-ха», — текелесе малтан лешӗ турткаланма пӑхнӑ та кайран ӳкӗте кӗнӗ. Пӗтӗм таварӗ (виҫӗ япала тыттарса хӑварнӑ) икӗ пин тенке яхӑн кӑна тӑрать-мӗн.
Юпан 4-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи тепӗр ватӑ йӳнӗ тавара 15 пин тенкӗпе илсе юлнӑ. Хӑйсемпе хӗрсем социаллӑ хӳтлӗх пайӗнче тӑрӑшатпӑр тесе паллаштарнӑ иккен.
Карчӑк-кӗрчӗке улталакансем 26–27-ри хӗрсем пуль тесе икӗ хӗрарӑма тытса чарнӑ. Халӗ ҫавсем ун йышши ытти преступление тунипе туманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Муркаш районӗнчи кинемей хайхисене палласа илнӗ те иккен.
