Пирӗн ҫӗршывра тӗрме духовенствин институтне йӗркелӗҫ. Кун пирки ҫӗршывӑн Президенчӗ ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнчи Хушӑвӗнче каланӑ иккен.
Ҫӗнӗ тытӑма йӗркелесен кашни регионта пӗрер ҫын ҫав енӗпе тар тӑкма тытӑнӗ. Ку должноҫрисем Айӑплава пурнӑҫа кӗртес енӗпе ӗҫлекен федераци службин территорисенчи управленийӗсенче ларӗҫ. Вӗсен должноҫӗ — пуҫлӑхӑн Турра ӗненекенсемпе ӗҫлекен пулӑшаканӗ.
Раҫҫейӗпе кун пек ҫынсем миҫен пулассине шутласа кӑларма йывӑр мар, федерацин субъекчӗсен йышне пӗрре ҫине хутлатпӑр та кирлӗ цифрӑна палӑртатпӑр. Тепӗр майлӑ каласан, 85 ҫын.
Регионсенче тивӗҫлӗ хутсем йышӑнсан ку институт ӗҫлесе кайӗ. Тӗрӗссипе, вӑл институт тӗрме ҫыннисемшӗн ҫӗнӗлӗхех мар темелле. Айӑплава пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен федераци службин республикӑри упарвленийӗн пресс-службинче хыпарланӑ тӑрӑх, Чӑваш епархийӗнче тӗрмере кӗлӗ ирттерессипе ятарлӑ уйрӑм пур. Ку ӗҫе Алексей атте йӗркелесе пырать иккен.