Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗ Чӑваш Енри хуҫалӑхсене тӗрӗслесси пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Республикӑн пӗрремӗш Президенчӗ, ҫӗршывӑн хальхи ял хуҫалӑх министрӗ Николай Федоров ӗнер Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа саламланӑ.
Ял хуҫалӑх академине пынӑ май Николай Федоров вӗренӳ заведенийӗн ректорне Людмила Линика илемлӗ чечек ҫыххи тыттарнӑ. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа ирттернӗ митинг хыҫҫӑн Федоров академин Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 41-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ общежитине ҫул тытнӑ. Унта пӗрремӗш хут пулнӑ чух вӑл тӗлӗнмеллипех тӗлӗннине аса илнӗ. «Каҫарӑр та, тепӗр хуҫалӑхсенче выльӑх-чӗрлӗх витисем лайӑхрах», — тенӗ иккен вӑл. Общежитие тӗпрен юсама 40 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрма ҫине тӑнине пӗлтернӗ. Халӗ студентсене пурӑнма унта хӑтлӑх кӳнӗ. Икӗ ҫын пурӑнмалӑх пӳлӗмсене компьютер лартса панӑ имӗш тата тӗнче тетелне тухмалла тунӑ. Унтан вӑл Тимирязев академийӗпе ирттернӗ видеоконференцие хутшӑннӑ. Унта вӑл Хусанти университетра хӑй вӗреннӗ чух тӑватӑ вырӑнлӑ пӳлӗмре пиллӗкмӗш пулнине аса илнӗ. Раскладушка ҫинче ҫывӑрнине кура пуринчен кайран сарса выртма тата пуринчен малтан тӑрса (ахальлӗн ыттисене утса ҫӳреме вырӑн юлман-мӗн) вырӑн пуҫтарма тивнине аса илнӗ.
Паян Федоров министр Патӑрьел районӗнчи «Юрма» агрохолдинга тата Тӑвай районӗнчи «Акконд-агро» фирмӑна ҫитнӗ. Юлашкинчен асӑннӑ районта вӑл выльӑх-чӗрлӗх отрасльне аталантарасси пирки канашлу ирттернӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов тата ыттисем хутшӑннӑ.