Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -8.7 °C
Ялта ял пек пулмалла, ҫынра ҫын пек пулмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литература конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 23.04.2009 23:26 | 2492 хут пӑхнӑ

Акан 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗнче черетлӗ «Ҫӗнӗ ятсем уҫатпӑр» литература конкурсӑн ҫӗнтерӳҫисене чысларӗҫ, ӑна ятарласа регионсен хушшинчи VII «Кӗнеке халахсене килӳшӳ тупма пулӑшать» фестивале уҫнӑ кун ирттерчӗҫ.

Ку литература конкурса 2002 ҫулта йӗркеленӗ. 2004 ҫултанпа ӑна кашни икӗ ҫул хушшинче ирттерме килӗшсе таталнӑ. Ӑмартӑвӑн тӗп спонсорӗ — «Чӑваш Ен» ятлӑ социаллӑ тата культура программисене пулӑшакан фонд. Конкурса пуҫарса янӑранпа хаклавҫӑсем патне пурӗ 474 ӗҫ ҫитнӗ.

Хальхи ӑмӑрту пӗлтӗрхи пушӑн пӗрремешӗнчен пуҫласа кӑҫалхи пушӑн 31-мӗшӗччен пычӗ. Ӑна И.Я. Яковлевӑн юбилейне халалласа ирттерчӗҫ.

Пурӗ литература конкурсне 74-ӑн хутшӑнчӗҫ. Вӗсенчен 89% — хӗрачасемпе хӗрсем. Чӑваш Енри хастарсемсӗр пуҫне Санкт-Петербургпа Калуга хуинсенчен те хутшӑннине пӗлтерсе хӑвармалла. Пурӗ 86 хайлав ярса панӑ. 45 чӑвашла, 41 — вырӑсла. Ҫамрӑк ҫыравҫӑсем ытларах хӑйсене поэзинче тупасшӑн пулчӗ (пур ӗҫсен 63%), сахалтарах — драматургире (3 ӗҫ кӑна). 5 хутшӑнакана ҫӗнтерӳҫӗ кубокне пачӗҫ, тата тепӗр 20 ӗҫе лайӑх хаклав пачӗҫ.

 

Ҫӗнтерӳҫем ҫаксем пулӗҫ:

1. Степанова Ирина Сергеевна, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн 4 курс (журналиста вӗренет) студентки — «Предательство каменного цветка» калавӗпе «Эс мана хӗвелӗм теттӗн» сӑвӑ пуххипе вӑл икӗ номинацире пӗрремеш вырӑн йышӑнчӗ.

2. Елимова Валентина Васильевна, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн 2 курс студентки — «Кӗлчечек» калав пуххишӗн чӑвашла прозӑра пӗрремеш вырӑн йышӑнчӗ.

3. Медведева Наталья Николаевна, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ют чӗлхесен факультечӗн 1 курс студентки — «Тянутся дни» (Иртеҫ кунсем) сӑвӑ пуххишӗн вырӑсла поэзире пӗрремеш вырӑн йышӑнчӗ.

4. Иванова Анастасия Николаевна, Г. С. Лебедев ячӗллӗ лицей-интернатӑн 10-мӗш клас вӗренекенӗ — «Шулилле» пьесӑшӑн драматургире пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗ.

Кашнине диплом тата Чӑваш кӗнеке издателствинчен чи лайӑх кӗнекесен пуххи лекрӗ.

 

Чапла хайлавҫӑсем шутне ҫавӑн пекех ҫаксем кӗчӗҫ:

Чӑвашла ҫырнӑ проза хушшинче:

1. Игнатьева Олеся Владимировна, Канаш районӗнчи Шуркасси шкулӗн 10-мӗш клас вӗренекенӗ — «Виҫӗ кӑвакарчӑн» калав.

2. Иванова Ольга Михайловна, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн 2 курс студентки — «Пурнӑҫ ҫулӗ — пӑрӑнӑҫ»калав.

3. Шленская Елена Олеговна, Элӗк районӗнчи Мӑн Выла шкулӗн 9 клас вӗренекенӗ — «Шӑпа» калав.

4. Рубцова Елена Сергеевна, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн 4 курс студентки — «Чӗре  ҫумӗнчи телей» калав.

5. Никифорова Жаннета, Вӑрмар районӗнчи Патти шкулӗн 8 клас вӗренекенӗ — «Савантей кӳллин вӑрттӑнлӑхӗ» калав.

6. Михайлова Анжелика Анатольевна, Раҫҫейӗн патшалӑх социаллӑ университечӗн юридици факультечӗн 1 курс студентки — «Каҫа юлнӑ куккук сасси» калав, «На Земле Руси Святой…» поэма, «В начале было Слово…» сӑвӑ ярӑмӗ.

 

Вырӑсла ҫырнӑ проза хушшинче:

7. Лукина Людмила Николаевна, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультечӗн 3 курс студентки — «На железной дороге» хайлав.

8. Тестова Лилия Геральдовна, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн 4 курс студентки — «Вода» калав.

9. Николаева Анастасия, Шупашкарти 2-мӗш гимназири 4 клас вӗренекенӗ — «Котёнок и мальчик» калавсен пуххи.

10. Матвейчук Дмитрий, Санкт-Петербургри инженерипе экономика патшалӑх университечӗн 1 курс студенчӗ — «Солнечный танец» калавсен пуххи.

 

Чӑвашла поэзи хушшинче:

11. Медведева Наталья Николаевна, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн ют чӗлхесен факультечӗн 1 курс студентки — «Ман пурнӑҫ» сӑвӑ пуххи.

12. Князева Ксения Владимировна, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн 4 курс студентки — «Кайӑксем анса ларнӑ ҫаран» сӑвӑ пуххи.

13. Серебрякова Светлана Викторовна, Етӗрне районӗнчи Палтай шкулӗн 9 клас вӗренекенӗ — «Виҫӗ улӑп» сӑвӑ пуххи.

14. Петрова Лариса Николаевна, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн 1 курс студентки — сӑвӑ пуххи

 

Вырӑсла поэзи хушшинче:

15. Прокопьев Николай Андреевич, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультечӗн 3 курс студенчӗ — «Только сердце останется прежним» сӑвӑ пуххи.

16. Павлова Екатерина Валерьевна, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн журналистика факультечӗн 2 курс студентки — «Услышишь ли глазами голос мой…» сӑвӑ пуххи.

17. Александрова Евгения Георгиевна, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономикӑпа менеджмент факультетӗнче куҫӑмсӑр майпа вӗренекен 2 курс студентки — «Падшие ангелы» сӑвӑ пуххи.

18. Иванова Дарья Максимовна – «Тебе посвящаю» сӑвӑ пуххи.

 

Чӑвашла драматурги хушшинче:

19. Сапожникова Ирина Александровна, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн 3 курс студентки — «Пӑхман хӗвеле пӑхтарсан» пьеса.

 

Пур ҫӗнтерӳҫӗне те эпир ӑнӑҫу сунатпӑр, ҫӗнӗ хайлавсем кӗтетпӗр!

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#шкулсем, #конкурссем, #литература, #литература конкурсӗсем, #Етӗрне районӗ, #Шупашкар, #Вӑрмар районӗ, #Чӑваш патшалӑх университечӗ, #чӑваш филологийӗпе культура факультечӗ, #Чӑваш кӗнеке издательстви, #Элӗк районӗ, #Мӑн Выла, #Палтай, #Шуркасси

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем