Чӑваш Республикинчи Россельхознадзор ӗҫченӗсем нумаях пулмасть Ҫӗрпӳ районӗнче плана кӗмӗн тӗрӗслевре пулнӑ. Вӗсем ҫитнӗ хуҫалӑхра 630 сысна тытаҫҫӗ. Специалистсем хуҫалӑха Африка чуми пирки асӑрхаттарас тӗллевпе ҫитнӗ.
Тӗрӗслевре ветеринари тытӑмӗнче йӗркене пӑснӑ темиҫе тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Хуҫалӑхра санитари пропускникӗ пулман. Сыснасем ҫара ҫӗр ҫинче выртса тӑнӑ. Ку вара инфекци чирӗсем ерес хӑрушлӑха пысӑклатать.
Фермер хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ дезинфекци ирттермелли плансен списокне те хатӗрлемен. Санитари мероприятийӗсене ирттерни пирки те актсем туман. Ҫитменнине дезинфекци тумалли хатӗрсем сыснасене памалли апатпа юнашар упраннӑ. Ку ҫынсене тата чӗрчунсене уйрӑмах хӑрушӑ чир ертме пултарать. Ҫав йышра — Африка чуми те.
Тӗрӗслев хыҫҫӑн хуҫалӑх пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, Ҫӗрпӳ район судне ярса панӑ.