Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Вӑрман пек пуянни ҫук, хир пек асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Пӗчӗк Европа пек Чӑваш ҫӗршывӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 30.07.2014 17:35 | 1883 хут пӑхнӑ
Культура Мускав ҫыравҫисем — правительство ҫуртӗнче
Мускав ҫыравҫисем — правительство ҫуртӗнче

Шупашкара Мускавран ҫыравҫӑсем, публицистсем, литература критикӗсем килсе ҫитни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Курнӑҫӑва Етӗрне районӗнче ҫуралса ӳснӗ журналист тата ют ҫӗршыври журналсенче пичетленекен ҫыравҫӑ Валерий Петровский йӗркеленӗ. Пуҫарӑва Ҫыравҫӑсен интернационаллӑ пӗрлешӗвӗ те ырласа йышӑннӑ.

Мускав хӑнисемпе паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тӗл пулнӑ. Тӗп хулари калем ӑстисене вӑл килнишӗн тав тунӑ, чӑваш ҫӗрӗ ҫинче вӑхӑта усӑллӑ ирттерме, лайӑх кӑмӑл-туйӑм пухма суннӑ. Хӑнасем лайӑххине асӑрхама ӗлкӗрнине палӑртнӑ та ӗнтӗ. Герман Наумов (литературӑри хушма ячӗ Иван Рассказов) литератор, акӑ, чӑваш ҫӗрӗ тата Шупашкар питӗ килӗшнине пӗлтернӗ. Тӗп хуламӑра вӑл малашлӑхлӑ тесе палӑртнӑ. Чӑваш Республикине вара пӗчӗк Европа тесе хакланӑ. Савӑк кӑмӑлпа ҫунатланнӑскер «Чӑваш Ен пек пулма тӑрӑш» очерк ҫырма та ӗлкӗрнӗ иккен.

Мускав ҫыравҫисемпе тӗл пулнӑ май килес ҫул пирӗн патра «Пултарулӑх ҫыннисем: Мускаври тата ҫыравҫӑсем» анлӑ литература фестивалӗ ирттерме тӗв тунӑ.

Сӑнсем (17)

#культура, #тӗлпулусем, #Шупашкар, #Етерне районӗ, #фестивальсем

 

Комментари:

Migulaj // 1902.46.6840
2014.07.31 07:08
"Пĕчĕк Европа пек Чăваш çĕршывĕ" тесе çырни Европăран йĕкĕлтесе кулни пулать, мĕншĕн тесен Европăра чи малти вырăнта тăван чĕлхе тăрать. Сăнӳкерчĕкĕсенче вара чăвашла çырни курăнмасть.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем