Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ӗнер Чӑваш Ени Элтеперӗ Михаил Игнатьев Александр Проханов публицистпа, ҫыравҫӑпа тата общество ӗҫченӗпе тӗл пулнӑ. Ҫӗршыв шайӗнчи ятлӑ ҫынпа курнӑҫма ытти тӳре-шарана та йыхравланӑ. Тӗл пулӑва Элтепер Администрацийӗн Ертӳҫи Александр Иванов, культура министрӗ Вадим Ефимов хутшӑннӑ. Кунсӑр пуҫне политиксем те — «Родина» Пӗтӗм Раҫҫейри партин Политика канашӗн Президиумӗн Бюровӗн пайташӗ Алексей Рылевв, асӑннӑ партин регионти уйрӑмӗн канашӗн ертӳҫи Владимир Михайлов — пулнӑ.
Чӑваш Ен Элтеперӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, республика ертӳҫи Проханова Чӑваш Ен нумай нациллӗ регион пулнине пӗлтернӗ май патшалӑх шайӗнче хӑй вӑл халӑхсен лӑпкӑлӑхне упраса хӑварассишӗн тӑрӑшнине пӗлтернӗ. Проханов вара Шупашкара Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче эвакуаципе килни пирки асаилӗве упраса хӑварнине палӑртнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл хӑй ертсе пыракан Изборск клубӗн республикӑри уйрӑмне йӗркелеме сӗннӗ.
Изборск клубӗ пирки каласан, ӑна 2012 ҫулта Изборск хула уявне палӑртнӑ чух йӗркеленӗ. Унӑн пайташӗсем — вӑтӑра яхӑн ҫын. Ҫавсен йышӗнче — Максим Шевченко. Михаил Леонтьев журналистсем, Нобель лауреачӗ Жорес Алферов, Тихон (Шевкунов) архимандрит. Клуб тӗллевӗ пирки «Википеди» интернет-энциклопеди Раҫҫейӗн тулаш тата шалти политикине тӗпчесси тесе пӗлтерет.
Сӑнсем (9)
Agabazar // 2422.15.4182
2014.06.28 10:46 | |

ĂÇТАЛЛА КАЯТПĂР?