Республика кунне халалласа иртнӗ «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале Чӑваш Ене тӗрлӗ ҫӗршывран пултарулӑх ушкӑнӗсем чылай килнӗ. Вӗсем хушшинче — Италири «Про Локо Самугео» ансамбль те. Республикӑн тӗп хулинче иртнӗ фестивале хутшӑннипе пӗрлех Итали артисчӗсем тӗрлӗ районта хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ, ҫав шутра — Хӗрлӗ Чутай тӑрӑхӗнче те.
Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче асӑннӑ фольклор коллективӗ хӑнасене хапӑл Хӗрлӗ Чутай ҫӗрне ҫитнӗ, Етӗрнепе Чутай чиккинче вӗсене райадминистрацин культура пайӗн пуҫлӑхӗ Александр Самсонов кӗтсе илнӗ. Чи малтанах Итали артисчӗсем Сӗнтӗкҫырминчи Культура ҫуртӗнче Сардини ташшисемпе паллаштарнӑ. Курма пухӑннӑ халӑх ют ҫӗршыв артисчӗсен пултарулӑхӗпе кӑмӑллӑ юлнӑ. Хусанушкӑнь ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Любовь Кузнецова вара италиансене тав тунӑ май асӑнмалӑх ҫӑпата тата наци тумтирне парнеленӗ.
Унтан фольклор ушкӑнӗ «Ҫын тата ҫутҫанталӑк» халӑх музейӗнче пулса курнӑ. Каҫхи ултӑ сехетре вара «Про Локо Самугео» фольклор ушкӑнӗ Хӗрлӗ Чутайри Культурӑпа кану центрӗ умӗнче пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ. Хӑйне евӗрлӗ наци костюмӗсем тӑхӑннӑ хӗрсемпе каччӑсем е хӑвӑрттӑн, е вӑраххӑн ташласа хӑйсен тӑрӑхӗнчи йӑла-йӗркепе паллаштарчӗҫ. Куракансем Сардини ташшисенче ытларах «урасем шунине» палӑртрӗҫ.
Итальянсен фольклор кӗввисемпе ташшисем хӗрлӗчутайсен кӑмӑлне кайрӗҫ, куракансем кашни номер хыҫҫӑнах тӑвӑллӑн алӑ ҫупрӗҫ. Юлашкинчен хамӑр район артисчӗсем, вырӑнти ҫипуҫ тӑхӑннӑскерсем, итальянсене тав сӑмахӗ каланӑ май чӑвашла ташласа-юрласа пачӗҫ.
Сӑнсем (87)