Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Китайсен куравӗ уҫӑлнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 23.06.2014 10:53 | 1654 хут пӑхнӑ
Культура Куравра
Куравра

Ҫӗртмен 21-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх музейӗн хальхи ӳнер центрӗнче Китай Халах Республикин сӑнӳкерчӗксен куравӗ уҫӑлнӑ. Унтах чей тутанса пӑхнӑ. ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов Китайран килнӗ делегацие чӑваш ҫӗрӗ ҫине килнӗ ятпа саламланӑ.

Вадим Ефимов Китай хӑйӗн культурипе, философийӗпе, тавракурӑмӗпе пуян пулнине палӑртнӑ. Куравра шӑпах ҫаксемпе паллашма май пур та. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, икӗ халӑх хӑйсен чӗлхине — чӑваш тата китай чӗлхисене — ӗлӗкхиллех сыхласа хӑварнӑ. Ҫавӑнпа Китай ҫыннисем Республика кунне хутшӑнни Чӑваш Еншӗн пӗлтерӗшлӗ.

Куравра — Гуйчжоу тата Аньхой провинцисенчи сӑнӳкерчӗксен ӳнерӗ. Вӗсем Китай Халах Республикин йӑлине, ҫутҫанталӑкне ӳҫса параҫҫӗ.

Чей ӗҫес йӑла та кӑсӑклӑ иртнӗ. Китай ҫыннисем ӑна мӗнлерех ирттермеллине кӑтартнӑ. Вӑй хушакан техӗмлӗ чейе кашниех тутанма пултарнӑ.

Аса илтерер: Китай делегацийӗ хӑйӗн пултарулӑхне Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Шупашкар, Етӗрне, Муркаш, Комсомольски районӗсенче те кӑтартать.

Сӑнсем: влаҫ органӗсен порталӗнчисем (21), Тимӗр Акташӑн (6)

#Вӑрмар районӗ, #Ҫӗрпӳ районӗ, #Аньхой, #Гуйчжоу, #сӑнӳкерчӗксем, #куравсем, #хальхи ӳнер центрӗ, #Китай, #Шупашкар районӗ, #Етӗрне районӗ, #Муркаш районӗ, #Комсомольски районӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем