Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Пупӑлькассисен ял уявӗ иртнӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 05.06.2014 12:22 | 1853 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ Валерий Клементьев ял уявӗнче юрӑ шӑрантарать
Валерий Клементьев ял уявӗнче юрӑ шӑрантарать

Ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Пупӑлькассинче ял уявне паллӑ тунӑ. Кунта ЧНКн пӗрремӗш вице-президенчӗ, чӑваш эстрадин артисчӗ Валерий Клементьев ҫуралса ӳснӗ. Вӑл унччен, Етӗрнери Культура керменӗнче культура ҫулталӑкне уҫнӑ чухне, кашниех йӑла-йӗркене сыхласа хӑварас ӗҫе тӳпе хывма тивӗҫ пулнине палӑртнӑ. Ҫавӑнпах вӑл хӑй ҫуралса ӳснӗ ялне хӑтлӑх кӗртме, халӑха пӗр чӑмӑра пухма, малтанхи йӑла-йӗркене ҫӗнӗрен чӗртме, вӗсене кӗҫӗн ӑрӑва парса хӑварма тапаҫланать. Валерий Клементьев пуҫарнипе кӑҫал Пупӑлькассисем ял уявне анлӑ паллӑ тунӑ.

Чи малтанах халӑх яла тирпейленӗ, хӑрнӑ йывӑҫсене каснӑ, ҫӳп-ҫапа пуҫтарнӑ. Ҫӗнӗ карта тытнӑ, лапамӑн икӗ енчен 200 яхӑн туя лартнӑ. Малтанхи клуб вырӑнӗнче клумба тунӑ. Пысӑк сцена ӑсталанӑ. Вӑл ҫурт евӗр пулнӑ. Стенд ҫине ял историне ҫутатакан сӑнӳкерчӗксем ҫакнӑ. Кунтах Сарӑту тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи ӑстасен алӗҫӗсен куравне йӗркеленӗ. ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Зинаида Воронова вӗтӗ шӑрҫаран хатӗрленӗ наци эрешӗсем пурне те илӗртнӗ.

Кӑнтӑрлахи 11 сехетре ялӑн икӗ вӗҫӗнчен 2 ушкӑн наци тумӗ тӑхӑнса тӗп лапама ҫитнӗ. Малта — ял пуҫаруҫисем: ҫемье пуҫӗ пуртӑпа, арӑмӗ — ҫӑкӑрпа тата чӑваш сӑрипе. Вӗсемпех — ачисемпе мӑнукӗсем. Хайхискерсем лайӑх вырӑн тупса ҫурт лартаҫҫӗ. Пурӑна киле ялта пурнӑҫ вӗреме тытӑнать.

Пупӑлькассисен ял уявне Мари Элти, Сарӑту облаҫӗнчи, Шупашкарти, Етӗрне тата кӳршӗ районсенчи хӑнасем ҫитнӗ. «Вирьял» малтан чӑваш ӗҫченӗн гимнне — «Алран кайми аки-сухи» юрра — шӑрантарнӑ.

Район пуҫлӑхӗ А.Краснов ырӑ ҫак уява пуҫаракансене тата йӗркелекенсене тав тунӑ. Кунта ялти ватӑ ҫынна Мария Семеновнӑна 90 ҫул тултарнӑ ятпа та саламланӑ.

Пупӑлькасси ялӗн уявне Петр Ивантаев, Виталий Станьял пысӑк хак панӑ, вӗсем ялӑн пуласлӑхӗ пысӑк пулнине, кунта чӑваш йӑли-йӗрки сӳнменнине палӑртнӑ.

ЧНК вице-президенчӗ Валерий Клементьев ҫитес ҫул Пупӑлькассин 220-мӗш юбилейне тата анлӑрах паллӑ тӑвасшӑн. Ҫав кун вӑл чӑваш ялӗнче усӑ алӑксен кунне йӗркелесшӗн.

Сӑнсем (167)

#Пупӑлькасси, #Етӗрне районӗ, #ял уявӗсем, #ЧНК, #Мари Эл, #Сарӑту облаҫӗ, #Шупашкар, #Чӗмпӗр облаҫӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем