2014–2017-мӗш ҫулсенче республикӑри регион тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсене юсама 4,7 миллиард тенкӗ ытла укҫа уйӑрмалла.
Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри ялсенчен 98 проценчӗ патне асфальт сарнӑ е вак чулпа хытарнӑ ҫул пырать. Ҫапах та тумаллисем те пур. Кӑҫалхи пирки калас тӑк, программӑна Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсене кӗртнӗ. Строительство объекчӗсен шутӗнче — Вӑрмар районӗнчи «Ҫӳлти Кинчер–Вознесенкасси», асӑннӑ районти Пинер патне, Вӑрнар поселокӗнче Инженер урамӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи Вутӑялта, Канаш районӗнчи Малти Ӑнтавӑшра, Красноармейски районӗнчи Яманакри Ҫамрӑксен тата Ҫӗнӗ урамсене ҫул тӑвасси кӗнӗ. Юлашкинчен асӑннӑ Яманакра кӗпер те туса парӗҫ.
Кунсӑр пуҫне Ҫӗмӗрле район территорийӗпе иртекен «Сӑр» республикӑри автоҫула, Тӑвай районӗнче «Аниш» автоҫул Соломинка юханшыв урлӑ иртнӗ ҫӗрте кӗпер юсамалла. Кӑҫал пурнӑҫламалли ӗҫ шутне Шупашкар тата Ҫӗмӗрле районӗсенче «Шупашкар–Сурски» автоҫулӑн пӗрер пайне, Шупашкар районӗнче «Вятка» ҫултан «Атӑл» ҫул патне тухакан вырӑна, «Никольски–Етӗрне–Калинино» ҫулӑн Етӗрне районӗнчи пайне, Кӳкеҫ–Тутаркасси–Ҫӗнӗ Шупашкар ҫула ҫутатасси те кӗрет. Ҫӗнӗрен тротуарсем те тума палӑртнӑ: Вӑрнар районӗнчи Калининӑра, Куславкка районӗпе иртекен «Атӑл»–Сӗнтӗрвӑрри-Октябрьски-Куславкка ҫул ҫинче Етӗрне районӗнчи Сарьял тата Стрелцки ялӗсенче.
Шупашкар районӗнчи Мӑн Чӑкӑр, Типнер тата Чулкасси ялӗсем патӗнчи чарӑнусем патне каҫма ҫуран ҫӳрекенсем валли ҫулсем тӑвӗҫ.