Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Районти мероприятисене хутшӑнни клуб ӗҫленине пӗлтермест

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 13.05.2014 22:55 | 1185 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ Ялти клубра
Ялти клубра

Ҫак кунсенче Хӗрлӗ Чутай районне республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Татьяна Казакова ҫитсе унти клубсен ӗҫ-хӗлне тишкернӗ. Муниципалитетсенчи культура учрежденийӗсене методика пулӑшӑвӗпе тивӗҫтермешкӗн Культура министерствин специалисчӗсем ҫулсеренех ятарлӑ графикпа килӗшỹллӗн районсене тухса ҫỹреҫҫӗ иккен.

Татьяна Казакова ертсе пыракан ӗҫ ушкӑнӗ районти культура ҫурчӗсен ӗҫ-хӗлне тишкернӗ май ял тӑрӑхӗсен пуҫлӑхӗсемпе, клубсен, вулавӑшсен, архив, централизациленӗ бухгалтери ӗҫченӗсемпе тӗл пулни пирки асӑннӑ район хаҫачӗ хыпарлать. Сӑмах кӑҫал Раҫҫейре иртекен Культура ҫулталӑкне халалласа пурнӑҫламалли мероприятисем пирки пынӑ, культура ӗҫченӗсен шалӑвӗ пирки те калаҫнӑ. Культура ӗҫченӗсем халӑха паракан пулӑшусем ҫинче уйрӑммӑн чарӑнса тӑнӑ. Юлашки вӑхӑтра районта иртекен культура мероприятийӗсен шайӗ ỹссе пыни куҫ кӗрет-мӗн. Анчах та ялсенчи культура учрежденийӗсенче туса ирттерекен ӗҫсем иккӗлентереҫҫӗ иккен. Ҫав шутра клубсене каҫсерен уҫманни, халӑха нимӗнпе те кӑсӑклантарманни, хуҫисем ӗҫленӗ пек укҫа илсе ларни пирки пӑшӑрханни те тӗлӗтермӗшех мар-тӑр.

«Пирӗн пурнӑҫ» хаҫат, тӗслӗхрен, редакцине ҫакнашкалтарах ҫыру ҫитни пирки те пӗлтерет: «Пирӗн ял тӑрӑхӗнче пӗр клуб та йӗркеллӗ ӗҫлемест. Анчах та хуҫисем ӗҫленӗ пек укҫа илсе лараҫҫӗ. Пӗртен-пӗр йӗркеллӗ клубӗ те яланах хупӑ. Кӑнтӑрла кӑшт уҫса илеҫҫӗ те — ӗҫӗ те пӗтнӗ. Клубсем яланах халӑх валли уҫӑ пулнӑ — кӑнтӑрла та, каҫхине те. Халӗ вара каҫхи вӑхӑтра ҫамрӑксем барсенче, ҫӗрӗпех ӗҫлекен лавккасенче кӗпӗрленсе лараҫҫӗ, эрех-сӑра ӗҫеҫҫӗ. Урӑх ӑҫта каймалла вӗсен, клуб хупӑ пулсан? Нивушлӗ ҫамрӑксене, халӑха клуба явӑҫтарма май ҫук? Пирӗн шутпа, клубра каҫсерен шашка, шахмат, теннис, дартс выляма, интереслӗ каҫсем йӗркелеме пулать. Мӗншӗн клубпа туллин усӑ курмаҫҫӗ?..». Сӑмах хӑш ял тӑрӑхӗ пирки пынине вара асӑнман.

Татьяна Казакова культура ӗҫченӗсен хӑйсемшӗн мар, ҫынсемшӗн тимлемеллине палӑртнӑ. «Культура ӗҫченӗ район шайӗнчи мероприятисене хутшӑнни ялти клубра мероприяти иртнине пӗлтермест. Ӗҫ тухӑҫлӑ пултӑр тесен клубра лартнӑ пӗр концертпа ытти ялсене тухса ҫỹремелле, ҫав хушӑрах клубра та кашни кунах мӗн те пулин ирттермелле. Клуба ҫын ытларах килтӗр, анчах та вӗсем ахаль ан ларччӑр, кашни хӑйне май кӑсӑклану туптӑр», — тенӗ иккен министерство тӳре-шари.

#клубсем, #Хӗрлӗ Чутай районӗ, #тӗлпулусем, #тӗрӗслевсем, #тӳре-шара

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем