«Кашни ҫулах Кивӗ Ахпӳртри тӗп пӗлỹ паракан шкулта, чӑваш чӗлхи кунне халалласа, ака уйӑхӗн вӗҫӗнче тӗрлӗ мероприяти иртет», — тесе хыпарлать Патӑрьел районӗнчи Туҫа ял тӑрӑхӗ. Кӑҫал та ӑна ирттерсе яма ятарлӑ программа хатӗрленӗ иккен.
Эрнен пӗрремӗш кунӗнче 8 класра вӗренекенсем сӑвӑ илемлӗ вулассипе тупӑшнӑ.
Пӗрремӗш вырӑна, пуринчен те маттуртарах пулса, Оксана Кошкина тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Юлия Пыркина, виҫҫӗмӗшӗнче — Сильвия Федорова.
Ҫав вӑхӑтрах 9-мӗш класра вӗренекенсем «Манӑн тӑван чӗлхе — чӑваш чӗлхи» ятлӑ сочинени ҫырнӑ. Паха та тарӑн шухӑшлӑ ӗҫ тесе Анита Арланова ӗҫне йышӑннӑ. Анжелика Плешковӑпа Елена Логунова сочиненийӗсем те мухтава тивӗҫнӗ.