Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Николай Григорьев 75 ҫул тултарӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 23.04.2014 17:28 | 1779 хут пӑхнӑ
Культура Николай Григорьев
Николай Григорьев

Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче РСФСР тата Чӑваш АССР халӑх артисчӗ Николай Григорьев 75 ҫул тултарӗ. Николай Данилович Ҫӗрпӳ районӗнчи Ҫӗньял ялӗнче ҫуралнӑ, А.Луначарский ячӗллӗ татр ӳнерӗсен патшалӑх институтне, Мускаври ГИТИС ҫумӗнчи режиссер курсӗсене пӗтернӗ.

Николай Григорьева 1961–1963, 1966–2002 ҫулсенче К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче артист пулса ӗҫленӗ. 1963–1966 ҫулсенче Чӑваш телекуравӗнче режиссер ассистенчӗ пулнӑ. Чӑваш патшалӑх драма театрӗн директорӗнче 1969–1989 ҫулсенче ӗҫленӗ.

Николай Данилович хӑйӗн пултарулӑхӗпе халӑха 40 ҫул савӑнтарнӑ. Ҫак вӑхӑтра вӑл вырӑс тата ют ҫӗршыв классикӗсен, чӑваш авторӗсен пьесисенче тӗрлӗ роле вылянӑ: Ромео («Ромеопа Джульета», Орсино («Вуниккӗмӗш каҫ»), Никита тата Аким («Власть темы»), Иванов («Константин Иванов»), Сетниер тата Айтар («Айтар»)… Николай Григорьев Николай Терентьевӑн пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Хумсем ҫырана ҫапӑнаҫҫӗ» спектакльте Володя Ульянов рольне калӑплани — пысӑк ӗҫӗсенчен пӗри. Уншӑн вӑл К.Станиславский ячӗллӗ РСФСР патшалӑх премине тивӗҫнӗ.

Николай Даниловичӑн ролӗсем тӗрлӗрен, пӗр-пӗринчен уйрӑлса тӑраҫҫӗ. Николай Григорьев — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш АССР комсомол премийӗн лауреачӗ те. Вӑл Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш АССР халӑх артисчӗ, РСФР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, РСФСР халӑх артисчӗ ятсене тивӗҫнӗ.

Халӗ Николай Данилович Григорьев Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче вӗрентет.

#культура институчӗ, #Ҫӗньял, #Ҫӗрпӳ районӗ, #юбилейсем, #академи драма театрӗ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем