Раҫҫейӗн Культура министерстви «Раҫҫей» тата «вырӑс» сӑмахсем пӗр пек тесе шухӑшлать иккен. Ҫакна вӑл «Патшалӑхӑн культура политикин никӗсӗ» программа проектӗнче палӑртса хӑварнӑ. Документа ҫӗршыв Президенчӗн Администрацине ярса панӑ та ӗнтӗ.
Проектра «Вырӑс (Раҫҫей) культурин цивилизациллӗ тӗшши» Раҫҫей империйӗ, СССР тата Раҫҫей Федерацийӗ аталаннӑ тапхӑрта ылмашманнине палӑртнӑ. «Раҫҫей патшалӑхӗн йышӗнчи халӑхсем ҫӗршыв аталаннӑ май пӗрлехи культурӑна йышӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах вӗсем Раҫҫей культуринче тӗл пулман наципе культура уйрӑмлӑхӗсенчен пӑрӑннӑ», — тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен автор проекчӗсем.
«Факт енчен пӗр пеккине кура «вырӑс» тата «Раҫҫей» ӑнланусене уйрӑма май ҫук», — тенӗ-мӗн документра. Ҫав вӑхӑтрах унта «Пӗрлехи Раҫҫей культури Раҫҫейӗн тымар халӑхсен ҫитӗнӗвӗсене ӗмсе илнӗ» шухӑш та пур иккен.
Культура министерстви «мультикультурализм идеологине ним тусан та йышӑнмалла мар» шухӑшлӑ иккен. Раҫҫейӗн йӑлана кӗнӗ хаклӑхӗсемпе килӗшсе тӑмалла мар тыткаланине «пултарулӑх ирӗклӗхӗ» тата «наци хӑй тӗллӗнлӗхӗ» текен нимле ӑнлав та тӳрре кӑлараймассине палӑртать имӗш.