Юлашки ҫусенче фермӑсем пӗтсех пыраҫҫӗ. Чылай ҫӗрте вите-сарай ишӗлсе аннӑ. Етӗрнесем ҫӗнӗ ферма хута янине ырламаллах. Ӑна Мӑн Пакӑш ялӗнче тума тытӑннӑ.
Етӗрне районӗнчи Мӑн Пакӑшра «Раҫҫей аталанӑвӗ — ял аталанӑвӗ витӗр» проект пурнӑҫланать. Сӗт-тавар фермине шӑпах унпа килӗшӳллӗн хута янӑ.
Етӗрне район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн тӗп специалист эксперчӗ Зоя Федорова пӗлтернӗ тӑрӑх, Мӑн Пакӑшри ферма 200 пуҫ валли пулӗ. Унта 10 ӗҫ вырӑнӗ уҫма палӑртнӑ. Ферма чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче ӗҫлеме тытӑнӗ.
Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче фундамента асӑнмалӑх капсула хунӑ. Строительство пуҫланиччен Тарасий атте кӗлӗ вуланӑ, пулас ферма вырӑнне ҫветтуй шывпа сапнӑ. Етӗрне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Кузьмин ҫак проекта пурнӑҫламашкӑн пулӑшма шантарнӑ.