Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Пушӑ пучах каҫӑр пулать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Аслӑ Таяпасем «Театр тӗнчине» хастар хатшӑнаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 26.03.2014 11:12 | 1554 хут пӑхнӑ
Культура

Кӑҫал Культура ҫулталӑкӗ пулнӑ май район-хуласенче тӗрлӗ конкурссем, мероприятисем иртеҫҫӗ. Ака Елчӗк районӗнчи Аслӑ Таяпа халӑхӗ кӑҫал чылай ӗҫ тума тӗллевленнӗ.

Елчӗк районӗнче «Театр тӗнчинче» конкурс фестиваль йӗркеленӗ. Ҫак конкурса хутшӑнмашкӑн Аслӑ Таяпари культурӑпа информаци центрӗ тата унӑн филиалӗсем тӗплӗн хатӗрленнӗ. Аслӑ Таяпасем Виссарион Синичкин ҫырнӑ «Ҫулӑмсӑр тӗнче» камите сцена ҫинче лартнӑ. Ку постановка клуба пуханнӑ ҫынсене ӑш хытичченех култарнӑ. Е.Сапожникова библиотекарь Вера рольне калӑпланӑ. Кӗтерук — Л.Горшкова, Л.Колсанов — Володя, И.Львова Валя пулнӑ. Пурте рольсене ӗненмелле вылянӑ.

Шуршу ялӗнче халӑх Николай Айзман ҫырнӑ «Спирукпа Марук» камите курма пухӑннӑ. Чӑваш Тӑрӑмсем Б.Лисаев ҫырнӑ камите сцена ҫинче калӑпланӑ. Хвастуркин арӑмне вылякан Н.Волкова артистран кая мар пулнӑ.

Кун хыҫҫӑн Аслӑ Таяпари культурӑпа информаци центрӗнче театр кружокне ҫӳрекенсем чӑвашсен ӗлӗхи йӑлине «Улах ларнине» кӑтартнӑ.

#Культура ҫулталӑкӗ, #Елчӗк районӗ, #халӑх театрӗсем, #театрсем, #Аслӑ Таяпа, #Шуршу, #Чӑваш Тӑрӑм

 

Комментари:

Migulaj // 8139.4.2696
2014.03.26 16:03
Елчĕк районĕнче «Театр тĕнчинче» конкурс фестивальне ют чĕлхепе йĕркелемен пулĕ-те? Сăнӳкерчĕкĕнче ют чĕлхепе çырнă пирки ыйтатăп.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем