Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне эпир — Чӑваш халӑх сайчӗ, Тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ — ҫӗнӗ конкурс пуҫаратпӑр! Вӑл «Чӑваш ачи, сассуна пар!» ятлӑ пулӗ!
Видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвне хуть те хӑш ӳсӗмрисем хутшӑнма пултараҫҫӗ: ачасем та, ҫамрӑксем те, ҫитӗннисем те, тивӗҫлӗ канӑва тухнисем те. Видеокамера умӗнче сирӗн чӑваш чӗлхине халалланӑ, чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ сӑвва вуламалла ҫеҫ. Хальхи вӑхӑтра видео ӳкерекен хатӗрсем чылай пулнине шута илсен — смартфонпа та, видеокамерӑпа та, ахаль телефонпа та тума пулать — ку сирӗншӗн йывӑрлӑх пулмӗ тесе шутлатпӑр. Видеосӑвӑсене эпир вулав ӑсталӑхӗ, видео пахалӑхӗ тата фон пахалӑхӗ тӑрӑх 1–10 балл парса хаклӑпӑр. Хаклакансен йышӗнче «Сӑвар ТВ» ӗҫченӗсем, Надежда Кириллова артистка тата ыттисем пулӗҫ.
Сӑвӑ вуланӑ видеона сирӗн пӗр-пӗр видеохостинга хӑвсамӑрӑн вырнаҫтармалла пулӗ, пире, ӑмӑртӑва йӗркелекенсене, ҫав видео каҫмине кӑна ярса памалла. Йывӑрлӑхсем пулсан civmih2@narod.ru адреспа ярса пама пулать — Владимир Андреев сирӗн видеона «Шкул ТВ» телеканалта вырнаҫтарӗ.
Сирӗн ӗҫсене акан 15-мӗшӗччен йышӑнатпӑр. Каҫӑсене videosava@chuvash.org адреспа ярса памалла. Тӗплӗнрех ӑмӑртӑвӑн йӗрки-шывӗнче пӗлме пулать. Чи лайӑх вулакансене, тен, Чӑваш наци телекуравӗпе (кун пирки Александр Магаринпа калаҫса) Чӑваш чӗлхе кунӗнче кӑтартӗҫ. Ҫавӑн пекех «Сӑвар ТВ» тата «Шкул ТВ» каналсенче вырнаҫтарӑпӑр. Унсӑр пуҫне, паллах, ҫӗнтерӳҫӗсене Хисеп хучӗсемпе, ыттисене ӑмӑртӑва хутшӑннине ӗнентерекен хутсемпе тивӗҫтеретпӗр.