Уяв умӗн яланхи пекех К.В.Иванов ячӗллӗ литература музейне хӗрарӑм поэтсем пухӑннӑ. Ҫулсерен вӗсем пӗрле пухӑнса ҫуркунне, юрату пирки сӑвӑсем вулаҫҫӗ. Чӑваш ӳнерҫисен куравӗ вара кӑмӑла пушшех ҫӗкленӗ.
Литература музейӗн директорӗ Ирина Оленкина музейре пултаруллӑ ҫынсене курма яланах тарават. Анчах хӗрарӑм поэтсене Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламласси вара — уйрӑмах хаваслӑх кӳрет. Вӗсене саламламашкӑн арҫынсем те ҫитнӗ: Писательсен союзӗн председателӗ Сергей Павлов, ытти ҫыравҫӑсем, ӳнерҫӗсем, фотографсем, журналистсем.
Ҫуркунне тавралӑх чӗрӗлет, ҫынсене хаваслӑ туйӑм парнелет. Поэтсем туйӑмӗсем пирки сӑвӑсем урлӑ пӗлтернӗ. Сӑвӑсене хӗрарӑмсене, аннесене, юратнӑ ҫынсене, ҫутҫанталӑка халалланӑ. Чӑннипе, поэтсен кӑмӑла ҫӗклекен йӗркесем ҫеҫ ҫуралмаҫҫӗ. Чылайӑшӗ аннене халалланӑ сӑвва илтсен куҫҫульленнӗ. Маргарита Гурьева та амӑшне, ачалӑх ҫулӗсене аса илнӗ. Валентина Пугачева ачасем валли амӑшӗн куҫесем пирки ҫырнӑ сӑвӑпа паллаштарнӑ.
Лидия Сарине, Альбина Юрату, Лидия Филиппова тата ытти сӑвӑҫ та музее пынисене пултарулӑхӗсемпе тыткӑнланӑ. Поэтсен каҫне «Тарават» халӑх-фольклор ушкӑнӗ тата пуянлатнӑ.