Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗлтерӳ: Йӑх-тымар йывӑҫҫине хатӗрлесе ҫӗнтерме пулать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 24.12.2013 05:36 | 1466 хут пӑхнӑ
Пӗлтерӳ

Чӑваш ӑслӑлӑхпа ӳнер халӑх академийӗ конкурс ирттерме шухӑшланӑ. Ӑна генеологи йывӑҫне хатӗрлекенсем хушшинче йӗркелӗҫ. Хӑй вӑхӑтӗнче ун пеккине 2003 тата 2007-мӗшсенче ирттернӗ. Анчах малтан вӑл республика шайӗнче пулнӑ, хальхинче вара ытти регионта пурӑнакансен ӗҫӗсене те йышӑнаҫҫӗ.

Конкурса шухӑшласа кӑларакансем ҫынсем йӑх-тымарпа кӑсӑкланасси юлашки ҫулсенче ӳссе пырать тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Йӑх-несӗлсен кун-ҫулӗпе кӑсӑкланни этем хӑйне хӑй ӑнланасси ӳссе пынин палли тенӗ-мӗн конкурс положенийӗнче.

Йӑх-несӗл йывӑҫне ӳкерсе конкурса хутшӑнма никама та чармаҫҫӗ. Анчах унта сахалтан та улттӑмӗш-ҫиччӗмӗш тымар таран кӑтартни кирлӗ. Йывӑҫа алӑпа та ӳкерме юрать, электрон хатӗрсемпе хатӗрлесен те йышӑнӗҫ. Авалхи сӑнӳкерчӗксемпе тата иллюстрацисемпе пуянлатсан аван. Конкурса ҫитес ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пӗтӗмлетмелле.

ХУШНИ: ЧНК пӗрремӗш вице-президенчӗ Валерий Клементьев ӑнлантарса панӑ тӑрӑх, конгресс ку конкурса хутшӑнмасть. Хыпарти информацие эпир ҫав тӗлӗшпе ҫӗнетрӗмӗр.

#халӑх академийӗ, #конкурссем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1581.html
 

Комментари:

Любовь // 1348.67.8393
2013.12.24 20:57
Ĕçсене ăçта е мĕнле адреспа çитерсе памалла?
2013.12.24 21:03
Аçтахар Плотников
«Ирĕклĕ сăмахра» ăмăрту йĕрки-шывĕ (положенийĕ) пур — унта пăхăр.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем