Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче «Наука кунӗ» иртрӗ. Пурӗ 18 секци ӗҫлерӗ: «Чӑваш поэзийӗпе литературоведенийӗн тӗнчи», «Чӑваш литературин ҫивӗч ыйтӑвӗсем», «Хальхи чӑваш литература пӗлӗвӗнчи традицисемпе ҫӗнӗлӗхсем», «Айгиведени», «Чӑваш фольклористикин паянхи актуаллӑ ыйтӑвӗсем», «Музейпа архив ӗҫӗ», «Журналистика», «Филологическое обеспечение документоведения», «Ономастика», «Чӑваш чӗлхин лексикологийӗ тата диалектологийӗ «Тӗрӗк чӗлхи», «Проблемы народной хореографии», «Проблемы чувашского народного театра», «Эстрада юрри», «Музыка фольклорӗ», «Культурологи», «Чӑваш чӗлхипе литературине наци шкулӗнче вӗрентес меслетлӗх», «Чӑваш чӗлхипе литературине вырӑс шкулӗнче вӗрентес меслетлӗх», «Чӑваш чӗлхи», «Межкультурная коммуникация».
Факультетри 272 студентран 272 студент «Наука кунне хутшӑннӑ: пӗрремӗш курсран – 54, виҫҫӗмӗш курсран – 63, тӑваттӑмӗш курсран – 44, пиллӗкмӗш курсран – 20 вӗренекен.
Удмурт патшалӑх университетӗнчен, И.Я. Яковлев ячӗллӗ педагогика университечӗнчен, республикӑри тӗрлӗ шкултсенчен килнӗ 5 вӗренекен «Наука кунне» хутшӑнса докладсем турӗҫ.
Факультет «доканӗ В.Г. Родионов «Наука кунӗн» пӗтӗмлетӗвӗнче пур студентсемте вӗсен наука ертӳҫисене тав турӗ.
Ҫитес вӑхӑтрах ҫӗнтерӳҫӗсене дипломсемпе чыслӑпӑр.