Темиҫе теҫетке ҫул хуҫалӑх рулӗ умӗнче тӑракан ертӳҫӗсем республикӑра сахалланса пыраҫҫӗ. Ҫапах та пур-ха вӗсем, аксакалсем. Акӑ, Канаш районӗнчи Киров ячӗллӗ кооператива илер. Ӑна миҫе ҫул ӗнтӗ Николай Андреев ертсе пырать. Хӑй вӑхӑтӗнче унта журналист ӗҫӗпе пулнӑччӗ те Николай Степанович ял хуҫалӑхӗшӗн чунне ыраттарса калаҫни асрах.
Малалла талпӑнакан предприятире паян ҫӗнӗ ферма ҫӗкленет. Ӑна 1 509 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче хӑпартса лартнӑ. Анчах хальлӗхе мӗнпур ӗҫе вӗҫлеймен-ха — ҫурт тӑвакансем малалла тимлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ фермӑра 200 пуҫ ӗне валли вырӑн пулӗ. Ферма тума хуҫалӑх хӑйӗн туприне 2.4 миллион тенкӗ ытла хывнӑ. 17,3 миллионне вара банкран кивҫен илнӗ. Проект хакӗ — 21,7 миллиона яхӑн. Фермӑра ӗҫлекенсене ҫӑвӑнмалли, салтӑнса тӑхӑнмалли пӳлӗмсем пӑхса хӑварнӑ. Мӗнпур ӗҫе раштав ҫуррисенче вӗҫлесшӗн-мӗн.