Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Нумай пулмасть пӗр ҫынпа калаҫма тӳр килчӗ. Сӑмах искусствӑллӑ интеллект пирки пулчӗ. Ӑна ӗненес-тӗк, ку япалана этем мар, темле ҫӳлти хӑват пире парнеленӗ.
Хам ку енӗпе сахал мар вӑй хунӑран ӗҫ-пуҫ мӗнле аталанса пынине питӗ лайӑх чухлатӑп. Ҫавна пула ҫак ҫынна ӗнентерме тӑрӑшрӑм. Ҫук, ниепле те фактсене шута илесшӗн пулмарӗ. Америкӑри паллӑ институтсен профессорӗсем ҫапла калаҫҫӗ тесе хӑйӗннех печӗ.
Тен, ҫав профессорсем темскер калама та пултарнӑ пуль — ӑсчахсем час-часах нейротетелсем епле шутласа кӑларнине тӗпӗ-йӗрӗпех сӑнаса пӗтерме ҫукки пирки калаҫаҫҫӗ. Анчах та каварлӑ теорисене саракансем вӗсен сӑмахӗсене хӑйне май ҫавӑрттарса, контекстрен туртса кӑларса, «ҫӳлти хӑват» пирки юмахсем хайлаҫҫӗ. Манпа калаҫакан ҫын та, ахӑртнех, шӑпах ҫавӑн пек суя видеосене пӑхса ӗненсе лартнӑ пуль...
Тӗрӗссипе каласан вара, искусствӑллӑ интеллект пирӗн ҫине ҫӳлтен персе анман, юлашки темиҫе ҫул хушшинче питӗ хӑвӑрт аталаннӑран кӑна вӑл хӑш-пӗр ҫынсемшӗн темле асамлӑ япала пек курӑнать. Каварлӑ теорисене саракансем вара ҫакӑнпа усӑ кураҫҫӗ кӑна.
Искусствӑллӑ интеллект аталанӑвне кӗскен темиҫе тапхӑра пайлама пулать:
Ҫапла май, ытларах чухне эпир паянхи искусствӑллӑ интеллектӑн юлашки тапхӑрӗпе кӑна паллашнӑ. Анчах ку япалан тымарӗ 80 ҫула яхӑн тӑсӑлать. Историйӗпе паллаштарнӑ май ятарласа ҫын ячӗсене те, проектсене те асӑнтӑм. Искусствӑллӑ интеллект пӗрре те таҫтан тӳперен персе анман, ют планетӑри этемсем те ӑна пире парнелемен, унӑн никӗсӗнче хӑйсен ячӗсене ҫырса хӑварнӑ ҫынсем тӑраҫҫӗ. Математикӑллӑ шутлава пулах чылай ИИ моделӗ яланах галлюцинациленет те. Вӗсене вӗрентме тивнӗренех ӗнтӗ, вӗсем мӗнпе вӗреннипе кӑна ӗҫлейреҫҫӗ. Чӑвашла текстсем памасан, темле «ҫӳлти хӑватсене» ӗненсен те, вӗсем чӑвашла пӗлеймӗҫ.
Ҫакна пӗтӗмпех сире леш ҫын йӑнӑшнине палӑртас тесе каласа памарӑм. «Ҫӳлти хӑвата» ӗненет пулсан — ӗнентӗр. Ман ӗҫ ҫук. Анчах ҫак калаҫу мана тепӗр шухӑш патне илсе ҫитерчӗ.
Эпир, чӑвашсем, темшӗн темле ҫӳлти хӑватсене ӗненетпӗр. Вӗсем пире «ҫӑласса» кӗтетпӗр. Хамӑр вара пӗр утӑм та тумастпӑр. Хӑшӗ-пӗри, тӗслӗхрен, тӑван ачине чӑвашла хӑй вӗрентес вырӑнне ку ӗҫе шкулта пурнӑҫлӗҫ тесе шанать. Искусствӑллӑ интеллект чӑвашла кӗвӗ ҫырма пӗлменнине ӑнлансан, ҫав кӗвве ӑна вӗрентме тӑрӑшмастпӑр, такам ҫак ӗҫе пире туса парасса кӗтетпӗр. Анчах юттисем туса парӗҫ-ши? Ҫук пуль. Вӗсем вӗрентсессӗн те хӑйсене май вӗрентӗҫ. Вӑл вӗрентӳре чӑваш чунӗ палӑрса тӑмӗ.
Акӑ хамӑрӑн ӗҫех илес. Мӗнле майсем кӑна туса памарӑмӑр пулӗ. Чӑваш чӗлхи корпусӗнче чӑвашла текстсене вырӑсла куҫарса пулӑшма пулать. «Миллион ытла пуплевӗш пирӗн пур, куҫаруҫӑсем чӑвашла куҫарма вӗренсе ҫитрӗҫ», терӗҫ те пуль ӗнтӗ, ку енӗпе пулӑшма пӑрахрӗҫ. Яндекс.Куҫаруҫӑ е Гугл.Куҫаруҫӑ сахал мар йӑнӑшпа куҫарни вӗсене пӑшӑрхантармасть пулас, ҫырлахтарать... Куҫарӑва лайӑхлатас кӑмӑллисем юлмарӗҫ тесен те йӑнӑшмӑп. Чӑваш чӗлхи корпусӗнчех тӗрлӗ пуплевӗшсене сасӑламалли хатӗр пур: никам та унпа усӑ курмасть. Яндекс хӑйӗн сасӑпа калама пултаракан хатӗре ӗҫе кӗртрӗ те халӑх ку ӗҫ пулчӗ тесе шухӑшласа хучӗ пулас. Mozilla Common Voice проектра та пулин чӑвашла сасӑланин калӑпӑшӗ пачах та ӳсме пӑрахрӗ темелле.
Асӑннӑ проектсем — пӗр пайӗ кӑна. Вӗсен йышне каласа тухас пулсан список тем пысӑкӑш пулӗ.
Пӗтӗмлетсе каланӑ май ҫакна палӑртасшӑн: чӑваш тӗнчишӗн, чӑвашлӑхшӑн эпир хамӑр, чӑвашсем, кӑна яваплӑ. Тутарсен те, вырӑссен те, ирҫесемпе ҫармӑссен те унашкал яваплӑх ҫук. Манран пулмасть тесе алӑ усни те ҫак яваплӑха сирӗнтен сирмест. Хӑтланса пӑхмасӑр алӑ усмалла мар!
