Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, каҫхине, Улатӑр хулинче пурӑнакан 42 ҫулти арҫыннӑн хваттерӗнче хирӗҫӳ сиксе тухнӑ. Шел те, питӗ хурлӑхлӑ вӗҫленнӗ вӑл – ҫынна вӗлернӗ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, хваттер хуҫи ӳсӗр пулнӑ, вӑл хӑнана килнӗ пӗлӗшӗпе вӑрҫӑнса кайнӑ та ӑна кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен ҫӗҫӗпе нумай хутчен чикнӗ. Лешӗ йывӑр сурансене пула вырӑнтах вилнӗ.
Хваттер хуҫине тытса чарнӑ. Халӗ Следстви комитечӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
