Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн директорӗнче ӗҫленӗ Андрей Попов паянтан ЧР культура министрӗн ҫумӗнче вӑй хума тытӑнӗ. Хушӑва ЧР правительствин председателӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.
Андрей Попов Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне 4 ҫул ҫурӑ ертсе пынӑ. Шӑпах ҫавӑн чухне театр «Атӑл Опера» ята илнӗ. Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вӑл директортан кайнӑ, Перьмри академи Театр-Театрӗнче аталану директорӗнче вӑй хума тытӑннӑ. Вӑл хӑй те – Пермь тӑрӑхӗнчен, карьерине унта пуҫланӑ.
Нумаях пулмасть, юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Андрей Попов халӑх тетелӗнчи страницинче Пермьри театртан каяссине пӗлтернӗ. Чӑваш Ене ӗҫлеме килнӗ вӑл ав.
