Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ӳсӗр ҫыншӑн тинӗс те чӗркуҫҫи таран теҫҫӗ те, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан арҫын ӳсӗр пуҫпа артистланма тапранса кайнӑ.
«Ауди» ҫулпа унталла та кунталла пӑрӑнса кайса пынине асӑрхасан пакунлисем ӑна чарнӑ. Руль умӗнчине алкотестерпа тӗрӗсленӗ те пӗр литр юнра 1,430 грамм спирт пулнине палӑртнӑ. Водитель тухтӑрсем патне кайса тӗрӗсленме килӗшмен, хӑйӗн вара водитель удостоеренийӗ те пулман.
Ҫул-йӗр инспекторӗсем умӗнче арҫын хытах артистланма тапранса кайнӑ: ӳкӗннӗҫи те пулнӑ, унтан пакунлисене кӳренсе кӑтартнӑ, ҫул ҫине тухса ларнӑ. Анчах машинӑна пӗрех штрафстоянкӑна ӑсатнӑ.
Кайран арҫын йӗрке хуралҫисем машинӑна хӑйсене ӗҫпе кирлӗ пулнӑран илсе кайрӗҫ тесе евитлесе шӑнкӑравланӑ.
Халӗ ӑна суйса шӑнкӑравланӑшӑн пуҫиле майпа явап тыттарма пултараҫҫӗ.
