Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян, аван уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Марина Карягина тележурналист кукамай пулса тӑнӑ. Саламлатпӑр!
Унӑн Хусан хулинче пурӑнакан хӗрӗ Илемпи паян ирхи пилӗк сехетре хӗр ҫуратнӑ.
«Ҫак кун маншӑн пӗрремӗш класа кайнӑранпах питӗ пӗлтерӗшлӗ, савӑнӑҫлӑ, хумхануллӑ, тӳсӗмсӗррӗн кӗтнӗ кун пулнӑ .
Паян, Пӗлӳ кунӗнче, хӗвеллӗ уява тата та илемлетсе ҫут тӗнчене манӑн пӗрремӗш мӑнук килчӗ, туссем! Эпӗ телейлӗ! Эпӗ – кукамай!» – тесе ҫырнӑ Марина Карягина халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
