Ҫӗр ҫинче темле ҫын та пур та, тӗлӗнмелли тупӑнсах тӑрать. Вӑрнар районӗнчи Калининри вӑтам шкулта музыкӑпа технологи вӗрентекен 50-ри арҫын вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланса пурӑннӑ. Хыпар ятне машина вӑрри терӗмӗр те, автомобильсенех вӑрламан-ха. Машинӑри япаласене пӗҫертсе ҫӳренӗ-мӗн.
Тӗпчевҫӗсен шучӗпе хайхи арҫын кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче Калининри автосервис ҫывӑхӗнчи стоянкӑри машинӑсенчи хаклӑ япаласене вӑрласа ҫӳренӗ. Пӗтӗмпе виҫӗ хутчен ҫапла хӑтланнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Ку фактсем пирки тӗпчев материалӗсене прокуратура нумаях пулмасть суда ярса панӑ.