Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗмӗрле районӗнче республика шайӗнчи професси ӑсталӑхӗн конкурсӗ иртет. Хальхинче вӑрман касакансем тупӑшаҫҫӗ. Конкурса вӑрман хуҫалӑхӗн тата вӑрма промышленноҫ комплексӗн ӗҫченӗсем хутшӑнаҫҫӗ.
Конкурса рабочи профессийӗсен ят-сумне ӳстерес тесе йӗркелеҫҫӗ. Вӑл «Экологи ырлӑхӗ» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн иртет.
Конкурса хутшӑнакансем пурте – 18 ҫултан аслӑрах, кашнин 2 ҫултан сахалрах мар опыт пур. Кунсӑр пуҫне кашнин хӑйӗн ятарлӑ тумӗ тата бензопӑчкӑ пур. Вӗсен пилӗк задание пурнӑҫлама тивӗ: йывӑҫ касса антарасси, сӑнчӑра улӑштарасси, раскряжевка, тӗплӗ раскряжевка тата турат касасси.
Ҫӗнтерӳҫӗсене мӗн чухлӗ балл пухнине кура палӑртӗҫ. Призерсем, 1-3-мӗш вырӑнсене йышӑннисем ЧР Ҫут ҫанталӑк министерствин диломне тивӗҫӗҫ.
