Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Мухтавлӑ ентешӗмӗрӗн Андриян Николаевӑн тӑван ялӗнчи космонавтика музейне юсама пуҫлани пирки Чӑваш халӑх сайчӗ унччен пӗлтернӗччӗ-ха.
Объектра ҫурла уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Олег Марков вице-премьер тата строительство министрӗ Владимир Максимов пулнӑ. «Шуршӑлта космос карапӗ анса ларнӑ тейӗн», — тенӗ мемориал комплексне тунине пӑхсан строительство министрӗ.
Министр пӗтӗмлетнӗ тӑрӑх, юсав ӗҫӗсем хӗрӳ пыраҫҫӗ, строительсем ҫине тӑрсах ӗҫлеҫҫӗ.
Космнавтика музейне Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта 1972 ҫулта уҫнӑ. 2010 ҫул пуҫламӑшӗнче унта ҫӗнӗ ҫурт тума йышӑннӑ. 2025 ҫулхи ҫуркунне
«Старатель» компани контракт алӑ пуснӑ. Ӗҫк 2027 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗ валли вӗҫлемелле. Унта вӗренӳпе музей комплексӗ, планетари тата обсерватори пулӗ. Строительство хакӗ - 1,08 млрд тенкӗ.
Сӑмах май каласан, икӗ хут Совет Союзӗн Геройӗ Андриян Николаев летчик-космонавт ҫуралнӑранпа 2029 ҫулта 100 ҫул ҫитет,
