Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шӑмӑршӑра аслӑ неселӗмӗрсен музейӗ ӗҫлет. Ӑна йӗркелекенӗ — Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Николай Кондрашкин скульптор.
Шӑмӑршӑри «В единстве — сила» (чӑв. Пӗрлӗхре — вӑй) культурӑпа истори центрӗ уҫӑ пӗлӗт айӗнче вырнаҫнӑскер, вӑл Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗршывӗпе хальхи чӑвашсен историне халалланӑскер.
Проекта 2020 ҫулта Чӑваш наци наукӑпа ӳнер академийӗ йышӑннӑ, тепӗр ҫулхине ӑна Шамӑршӑ районӗн администрацийӗнче ҫирӗплетнӗ. Центра Николай Кондрашкин скульпторпа Николай Быков меценант тӑрӑшнипе 2022 ҫулта уҫнӑ.
Николай Кондрашкин пӗлтернӗ тӑрӑх, центрӑн тӗп тӗллевӗ пӑлхарсемпе чӑвашсен ҫыхӑнӑвне упраса хӑварасси, Раҫҫейпе Болгари хушшинчи туслӑха ҫирӗплетесси, историлле туризма аталантарсси.
