Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарта пурӑнакан 36 ҫулти арҫын пӗр кун ирхине пысӑк температурӑпа тата услӗкпе вӑранса кайнӑ. Хайхисен килӗнче антибиотик пулнӑ, унпа вӑл мӑшӑрне укол туса яма ыйтнӑ. Хӗрарӑм хирӗҫлемен.
Унччен те пулман — арҫын ӳчӗ ҫине шатра тапса тухнӑ, тути шыҫса ларнӑ, сывлӑш пулӗнме пуҫланӑ.
Вырӑна пырса ҫитнӗ васкавлӑ пулӑшу тухтӑрӗсем ку япала анафилактика шокӗ пулнине палӑртнӑ. Арҫын тӑнне ҫухатса ӗлкӗреймен, юн пусӑмӗ вара унӑн чакса кайнӑ. Арҫынна тухтӑрсем Шупашкарти тӗп пульницӑн реанимаци уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Унта ӑна ҫӑлса хӑварма май килнӗ.
