«Ҫармӑс ҫипуҫӗ хӑнана чӗнет» ятпа Йошкар-Олара наци костюмӗн пӗтӗм тӗнчери конкурсӗ иртнӗ. Унта 12 регионти ӑстасем пырса ҫитнӗ. Халӑх йӑли-йӗркине упраса хӑварас тата чӗртсе тӑратас тӗллевпе йӗркелекен конкурса пирӗн патран та хутшӑннӑ: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫей художникӗсен союзӗн членӗ Татьяна Петрова модельер; йывӑҫран тӗрлӗ кӳлепе касса илемлетекен тата наци пуканисем ӑсталакан маттурсем — Петрпа Нина Наумовсем; Шупашкарти ӳнер училищин преподавателӗ Ирина Шонова; И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн студенткисем Валентина Ивановӑпа Юлия Григорьева тата Кӳкеҫри «Паха тӗрӗ» фирма хутшӑннӑ.
Пирӗн маҫтӑрсем этнографи тумтирне юсаса ҫӗнетсе, ӑна хатӗрлес йӗркене ылмаштарса кӑтартнӑ. «Хальхи вӑхӑтри сцена тумтирӗ» номинацире II степеньлӗ диплома Татьяна Петрова тата «Паха тӗрӗ» фирма ҫӗнсе илнӗ. Асӑннӑ предприяти пирки каласан, конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ ӗҫе Анастасия Андреева тӗрленӗ, модель авторӗсем — Ольга Ландышевӑпа Надежда Канашина. Пукане ӑсталакан Нина Наумовӑна вара конкурсӑн ятарлӑ дипломӗпе хавхалантарнӑ.