Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗнӗ Шупашкар хулин пуҫлӑхне Александр Алексеева оклад ҫумне уйӑхсерен 245 процент хушса тӳлӗҫ. Кун пек йышӑнӑва вырӑнти Депутатсен пухӑвӗн раштавӑн 158-мӗшӗнче иртнӗ ларӑвӗнче палӑртса хӑварнӑ.
Алексеева уйрӑм ӗҫ условийӗшӗн уйӑхсерен оклад ҫумне 200 процент хушса тӳлӗҫ, нумай сул ӗҫленӗшӗн — 30 процент, патшалӑх вӑрттӑнлахе шутланакан хутсемпе ӗҫленӗшӗн — 15 процент.
Ҫапла майпа вӑл уйӑхсерен 172 пин тенке илсе пырӗ. Унсӑр пуҫне пуҫлӑхсем ытти тӗрле тӳлевпе преми илме пултараҫҫӗ.
