Этем йӑнӑшмасӑр пурӑнаймасть ӗнтӗ. Анчах тунӑ йӑнӑша вӑхӑтра тӳрлетме пӗлес пулать. «Йӑрӑм ҫулпа» («Зебра») каҫакан ачана ҫапса каякан водитель ҫакна чухлайман иккен, пӑтӑрмах сиксе тухнӑ вырӑнтан тарас тенӗ.
Ку ӗҫ юпан 11-мӗшӗнче, 14:15 сехетсенче Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 1-мӗш корпус 1/34 ҫурт хирӗҫ пулса иртнӗ. 10 ҫулхи ача «зебра» тӑрӑх ҫул урлӑ каҫнӑ. Ӑнӑҫлӑ каҫасси пулайман ӗнтӗ унӑн, шӑпӑрлан урапа айне лекнӗ. Водителӗ вара те хӑраннипе те урӑх сӑлтавпа чарӑнса ачана пулӑшас темен, хӑвӑртлӑха ӳстернӗ те малалла чуптарнӑ. Сусӑрланнӑ ачана вара пульницӑра тивӗҫлӗ пулӑшу кӳнӗ.
Патшалӑх автоинспекцийе ҫак пӑтӑрмаха курма май лекнисене ҫак телефон номерӗсемпе шӑнкӑравлама ыйтать: 62-65-27 (Шупашкарти Раҫҫейӗн ОБ ДПС ГИБДД УМВД шырав уйрӑмӗ) е 24-07-70 (ГИБДД хурал пайӗ).