Тутарстанри Сиктӗрмере Петӗр Хусанкай ҫуралса ӳснӗ ҫурт вырӑнӗнче ҫӗнӗ пӳрт лартӗҫ. Вӑл авалхи пӳрт пек пулӗ. Унта музей уҫӗҫ.
Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗн журналисчӗ Алексей Енейкин пӗлтернӗ тӑрӑх, «ку вырӑнта тахҫан малтан Петӗр Хусанкай пурӑннине ҫак чул ҫинчи плитана вуласа пӗлме пулать. Ӑна вырнаҫтариччен поэт ҫурчӗ пулнӑ тӗле килен-каян ҫак ятарласа лартнӑ чӑрӑш тӑрӑх пӗлнӗ. Ҫывӑхри хыр йывӑҫӗ вара кунта сӑвӑҫ пурӑннӑ чухнех ӳснӗ».
Сиктӗрме ялӗнчи Иван Казанков аслӑ поэт ҫуртне ҫӗнетмеллех тесе шутланӑ май унта ӗлӗкхи ҫурта аса илтерекен кивӗ пура лартнӑ. Ӑна кӑҫалах туса пӗтерсе пӳртре Хусанкай музейне уҫма палӑртаҫҫӗ.