Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чрваш Енре пурӑнакан Мария Рытова 102 ҫул тултарнӑ.
Вӑл Канаш районӗнчи Шаккӑл ялӗнчӗ ҫуралса ӳснӗ. Ҫамрӑклӑхӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче иртнӗ: Мария Петровна окоп чавнӑ, вӑрман каснӑ, Хусан чукун ҫулне тунӑ ҫӗрте йывӑр чулсем турттарнӑ.
1945 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче ӑна фронтран таврӑннӑ Иван Рытов асӑрханӑ, кӗҫех ҫамрӑксес ҫемье ҫавӑрнӑ. Мария Петровнӑпа Иван Кузьмич 6 ача ӳстернӗ.
Халӗ кинемейӗн – 11 мӑнук. Тата кӗҫӗн мӑнукӗсемпе вӗсен ачисем пур.
Agabazar // 9549.7.8321
2025.07.30 10:00 | |
Кĕçĕн мăнук тени тепĕр ăрăва пĕлтереме пултараймасть. Кĕçен е аслă тенисем пурте пĕр ăрăва пырса тивеççĕ. | |
