Шупашкарӑмӑр кӳлмекӗ чӑннипех те илемлӗ. Унта курса ҫӳремелли-паллашмалли чылай. Ҫавӑн пек вырӑнсенчен пӗри — Истори лапамӗ. Унта ҫавра тенкелсемпе кантак витринӑлла сӗтелсем пур. Унта Чӑваш Енен историйӗпе ҫыхӑннӑ артефактсемпе паллашма пулать.
Анчах Шупашкара нумаях пулмасть килнӗ хӑна, РСФСР Верховнӑй Совечӗн депутачӗ (1990–1993 ҫҫ.) ҫын, эксперт, консультант Валерий Михайлов, йӑнӑш асӑрханӑ. Андриян Николаев космонавта халалланӑ экспозицире ентешӗмӗр уҫлӑха пӗрремӗш хут хӑпарсан орбитӑра 18 талӑк ирттернӗ тесе ҫырса хунӑ. Тӗрӗссипе вара — 4 кун. Иккӗмӗш хутӗнче вӑл 17 талӑк та 16 сехет те 59 минут пулнӑ.
Agabazar // 1715.7.5998
2025.07.11 16:01 | |
![]() |
Лаптăк. |
Agabazar // 1715.7.5998
2025.07.11 17:11 | |
![]() |
Лаптăк тесе хулара е ялта урамсем пĕр тĕле тухнă вырăна калаççĕ. Вырăне еплерех пулни ниме те пĕлтермест, вăл, калăпăр, сăртлăрах, мăкăрăлчăкрах та пулма пултарать. Мускаври Хĕрлĕ лаптăк та шăпах çавăн пек (варри мăкăрăлса тăрать, ик хĕррипе анаталла каять). |
Ялтан1 // 3269.39.6327
2025.07.12 08:04 | |
Ку шухӑш тӗрӗсленнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ курӑмлӑ пулӗ. Пӗлме: сайтра регистрациленнисен шухӑшӗсем тӳрех, малтӗрӗслевсӗрех, курӑмлӑ вырнаҫаҫҫӗ. |